Шупашкарта пурӑнакан 11 ҫамрӑк, 16-24 ҫулсенчи каччӑсем, суд сакки ҫине ларӗҫ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ.
Ҫамрӑксене ялти лавккасене ҫаратнӑшӑн айӑпласшӑн. Пӗлтӗр 21 ҫулти каччӑ преступниксен ушкӑнне йӗркеленӗ, унта унӑн 4 пӗлӗшӗ кӗнӗ. Тепӗр улттӑшӗ лавкка ҫаратас ӗҫе пӗр хутчен кӑна хутшӑннӑ, ушкӑн йышӗнче пулман.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче Шупашкар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш районӗсенче ҫӗрле ултӑ лавккана ҫаратнӑ. Пӗтӗмпе ҫур миллион ытла тенкӗлӗх япала, укҫа йӑкӑртнӑ. Ҫамрӑксем тепӗр лавккана та ҫаратма тӑнӑ-ха, анчах ӗҫ ӑнман.
Юлашкинчен вӗсене полицейскисем ярса тытнӑ. Палӑртмалла: темиҫе ҫамрӑкӑн тӗрмере ларса пӗтермен айӑплав пур.
Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗ ҫывӑхӗнче пӗвере арҫын путса вилнӗ. Вӑл пӗлӗшӗсемпе пулла кайнӑ.
Арҫын 43 ҫулта пулнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем пӗве патне ҫитсен расна ҫыран хӗррине вырнаҫнӑ. Кӑштахран пӗри теприне куҫран ҫухатнӑ. Малтанах япӑххи пирки шутламан-ха вӑл, лешӗ яла тӑванӗсем патне кайнӑ тесе шухӑшланӑ. Анчах пӗлӗшӗ ларнӑ вырӑнтан иртсе кайнӑ чухне йӑлтах ӑнланнӑ: путнӑ иккен.
Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. МЧС асӑрхаттарать: пулӑра хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнмалла. Ҫакна шута илменни ав мӗн патне илсе ҫитерет.
Чӑваш Ен Элтеперӗн 2018 ҫулшӑн паракан грантне кӑҫал вӗренӳ тытӑмӗнчи 20 учреждени тивӗҫӗ. Вӗсен йышӗнче, шкулсем, ача пахчисем, техникумсем тата ача-пӑча пултарулӑх центрӗсем пур. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат сайчӗ хыпарлать.
Учрежденисене пултарулӑха аталантарма тата ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме 200-шер пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Телейлисен йышне Ҫӗмӗрлери сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ачасен интернат шкулӗ, 1-мӗш ача пахчи, ача-пӑча пултарулӑх центрӗ, Шупашкарти машина тӑвакансен техникумӗ, транспортпа строительство технологийӗсен техникумӗ, 5-мӗш гимнази, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсем, 113-мӗш, 180-мӗш ача пахчисем, «Эткер» центр, Вӑрнарти 7-мӗш ача пахчи, Патӑрьелти «Юмах» ача пахчи, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл шкулӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх аталанӑвӗн центрӗ, 9-мӗш шкул, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗ, Етӗрнери 1-мӗш гимнази тата Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри А.П. Айдак ячӗллӗ шкул кӗнӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енри сакӑр районта «Чӑвашавтотранс» автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Кун пирки предприяти вокзалсен хуҫине — «АвтоВАС» акционерсен уҫӑ обществине — асӑрхаттарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва вӑл Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине те ӑсатнӑ.
«Чӑвашавтотрансӑн» автобусӗсем хӑш-пӗр хулара ҫӳреме пӑрахассине ведомство хӑйӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернине тӗпе хурса ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Министерство асӑннӑ хуласенче (Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле) ҫеҫ мар, районсенче те предприяти автобусӗсем ҫӳремӗҫ иккен. Маларах асӑннӑ ҫырупа Александр Белов журналист паллаштарнӑ. Сакӑр районта пассажирсене пачах та турттарма пӑрахассине систернӗ вӑл. Унта сӑмах Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Чи пысӑк йывӑрлӑх — вӗсенче урӑх перевозчиксем ҫукки.
Автобуссене ҫӳретме пӑрахнине «Чӑвашавтотранс» ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тата транспортра цифра тахографӗсем ҫуккипе сӑлтавланӑ.
Паян 11 сехет те 30 минутра Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Атӑлта ишекен арҫынна ҫӑлавҫӑсем асӑрханӑ. Хайхискер ишсе халтан кайнӑ, вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ.
Юрать, ҫав вӑхӑтра ҫӑлавҫӑсем Атӑл хӗррине пӑхса ҫаврӑннӑ. Унсӑрӑн ку пӑтӑрмах мӗнпе вӗҫленӗччӗ-ши?
29 ҫулти арҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗскер, ҫыранран 300 метр аякра ишнӗ. Ывӑннӑскере ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Арҫын медицина пулӑшӑвӗ сӗнсен хирӗҫленӗ.
Ҫак арҫын Атӑл урлӑ ишсе каҫма шухӑшланӑ-мӗн. Анчах вӑй пӗтесси пирки шутламан ахӑртнех.
Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче велоҫулҫӳревҫӗ Никита Тӗнче (унчченхи хушамачӗ – Васильев) Чӑваш Ен тӑрӑх ҫула тухнӑ. Вӑл ӑна Республика кунне халалланӑ.
Никита республикӑри мӗнпур района ҫитме палӑртнӑччӗ. Маттур яш экспедицирен таврӑнннӑ ӗнтӗ. Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вӑл хӑйӗн ҫулҫӳревӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Экспедицире Никита видео ӳкернӗ. Хальлӗхе вӑл «Велосипедпа – Чӑваш Ен тӑрӑх. Пӗрремӗш кун» фильмпа паллаштарнӑ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Хӑй каланӑ тӑрӑх, кунашкал 10 фильм ӳкерме палӑртнӑ вӑл. Кӗҫех вӗсемпе та паллаштарӗ ахӑртнех.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫынна ют пурлӑха сиелетнӗшӗн айӑпланӑ. ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл трактор рулӗ умӗнче ларнӑ чухне ентешӗсен хуҫалӑхӗ тата автомобилӗ ҫине кӗрсе кайнӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Арӑмӗ килте нумай вӑхӑт пулманран тарӑхнӑскер трактор рулӗ умне ларнӑ та ентешӗн кил хуҫалӑхӗ тата автомобилӗ ҫине ятарласа кӗрсе кайнӑ. Ҫапла майпа вӑл 50 пин тенкӗ яхӑн тӑкак кӳнӗ.
Кунпа та ҫырлахман арҫын. Кайран вӑл тепӗр икӗ ентешӗн гараж алӑкӗ ҫине кӗрсе кайнӑ. Вӗсене вӑл 10 пин тенкӗлӗх тата 60 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Арҫынна суд тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ.
Чӑваш Енре «Вӗрентӳ аталанӑвӗ» республика программипе килӗшӳллӗн ялсенчи шкулсем валли сакӑр автобус туяннӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. Ман хула Шупашкар) портал хыпарлать.
Ҫӗнӗ автобуссем туянма регион хыснинчен 15,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӳрсе килнӗ транспорт хатӗрӗсене ГЛОНАССпа тата тахографпа тивӗҫтернӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫине ҫутӑлакан маячок вырнаҫтарнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, туяннӑ автобуссенчен виҫҫӗшне кивелнӗ транспорт хатӗрӗсем вырӑнне панӑ, тепӗр пиллӗкӗшне ҫӗнӗ маршрутсем йӗркелеме уйӑрнӑ. Телейлисен шутне хальхинче Улатӑр районӗнчи Чуварлей, Канаш районӗнчи Янкӑлч, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски, Шупашкар районӗнчи Атайкасси тата Елчӗк районӗнчи Шӑмалак шкулӗсем кӗнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти «Олимпийский» (чӑв. Олимп) стадионта велоспорт-шоссе енӗпе Чӑваш Енӗн чемпионачӗ тата первенстви иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче критериум енӗпе тупӑшӗҫ.
Чемпионата тата первенствӑна Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Патӑрьел, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчен спортсменсенчен пуҫтарӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 70 ытла ҫын пуҫтарӑнӗ.
Ӑмӑртӑва 15-16 ҫулсенчи хӗрсемпе каччӑсем, 17-18 ҫулсенчи юниорсемпе юниоркӑсем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем хутшӑнӗҫ.
Спортсменсен 21-30 километр тӑршшӗне тупӑшма тивӗ.
Чемпионата хутшӑнакансене 10 сехет те 30 минутра регистрацилеме пуҫлӗҫ. Старта спортсменсем 11 сехетре тухӗҫ.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснине пула 12 район-хулара йывӑҫсене тӳнтерсе янӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи йывӑҫсем ӳкнӗ. Шупашкарта, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫутӑсӑр юлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсенче инкеке сирме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкассинчи, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил шкулӗсен, хӑш-пӗр районти уйрӑм ҫын ҫурчӗсен ҫивиттисене вӑйлӑ ҫил сӳтсе кайнӑ.
Инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пӗлет тесе хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Унтан та ытларах — яваплӑ службӑсене вӑл ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |